Chuvash.Org :: Пичет версиĕ :: Кашкăра ан шан


Чăваш этнорадиостанцине сирĕн пулăшу кирлĕ.


    Тилĕ мулкача юлташа чĕнчĕ, тет. Тытăнчĕç, тет, иккĕшĕ вутă татма.
    Мулкач урине хуçрě, тет. Тилě мулкача кашкăр патне тухтăра леçсе хăварчě, тет.
    Тепререн тилли кашкăр патне пычě, тет те:
    — Мулкача сыватрăн-и? Ěнтě киле илсе каясчě,—тесе калать, тет.
    — Тахçанах сыватрăм, тирне илсе кайма пултаратăн,— терĕ, тет, кашкăр.
    Вара мулкач тирне илсе тухса пачě, тет.


Тěп страницă
Тулли верси :: Статья ссылки